Паянхи Чӑваш чӗлхи кунӗпе ентешӗсене Патӑрьел район пуҫлӑхӗ Михаил Петров тата райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов та саламланӑ. Ӑна район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Ҫак пысӑк уяв чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килет: чӑваш чӗлхи тата Иван Яковлевич пӗр ҫыхӑнура тӑраҫҫӗ. Яковлева пула, вӑл тунӑ алфавит витӗмӗпе, халӑхӑмӑр вулама-ҫырма пуҫланӑ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр хатӗрленӗ кӗнекесене вуласа пӗлӗве, тӗнче курӑмне ӳстернӗ», — тенӗ саламра.
Унтан Патӑрьел районӗнче те тӑван чӗлхене сыхласа хӑварас енӗпе пысӑк ӗҫсем тунине, килес ӑру валли иксӗлми пуянлӑха: йӑла-йӗркене, культурӑна, чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
«Юнпа ҫеҫ мар, чунпа та чӑваш пулар, атте-анне чӗлхине хисеплер!", — тесе вӗҫленӗ Патӑрьел район пуҫлӑхӗ Михаил Петров тата район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов алӑ пуснӑ салама.
Нумаях пулмасть вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсене саламланӑ, чи лайӑххисене чысланӑ.
Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева ҫынсем малтанах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсенче, депутатсенчен, хула е район администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнине палӑртнӑ.
Уявра вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ӗҫченсене саламланӑ. Ҫавӑн пекех республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнисене чысланӑ. Муниципалитетри чи лайӑх ертӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин тивӗҫнӗ. Чи лайӑх староста — Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнчи Владимир Никифоров. Чи лайӑх ял тӑрӑхӗ — Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Ку инкек ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче 18 сехетре пулнӑ. Унта пӗчӗк ача путса вилнӗ.
Ачасем Пӑла юханшывӗ хӗрринче вылянӑ. 2015 ҫулта ҫуралнӑ ача шыва ӳкнӗ те путнӑ. Ачасен прависене хӳтӗлӗкен уполномоченнӑй аппаратӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Следстви комитечӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗри ача 5-ри тата 6-ри аппӑшӗсемпе пӗрле юханшыв хӗрринче вылянӑ. Пӗчӗкскер ҫыран хӗррине пынӑ та шуса ӳкнӗ, путса вилнӗ. Унӑн виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗн прокуратури тӑлӑхӑн прависене хӳтӗленӗ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 23 ҫулти каччӑна хваттер паман.
Тӑлӑха юлнӑ ачасене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерет. Ҫак каччӑ та хӑйне кӗтес парасса кӗтнӗ. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Вӑл администрацие кайнӑ, анчах лешсем хваттер пама килӗшмен. Вӗсен укҫа ҫук имӗш. Ҫамрӑкскер прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ.
Прокурор Патӑрьел район администрацине тавӑҫпа тухнӑ. Ку тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судра тӑлӑха хваттер памалла тесе йышӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи усламҫӑ-агроном вырӑнти влаҫпа тӗл пулнӑ. Унта ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани, пӗлӳ парасси пирки калаҫнӑ.
Усламҫӑ Патӑрьелте культура хутшӑнӑвӗн тата этика шкулне уҫма сӗннӗ. Вӑл 12-16 ҫулсенчи ҫамрӑксем валли пулӗ. Шкул проектне вырӑнти тӳре-шарапа сӳтсе явнӑ.
Усламҫӑн шухӑшӗпе, шкулти предметсемсӗр пуҫне ачасене культура хутшӑнӑвӗ, этика кирлӗ. Вӗсен хӑйсене обществӑра мӗнле тытмаллине те пӗлмелле.
Ҫапла майпа тӗлпулура 2018 ҫул тӗлне культура хутшӑнӑвӗн тата этика шкулне уҫма палӑртнӑ. Кунашкал ятарлӑ шкул республикӑра пӗрремӗш пулӗ. Усламҫӑ тӑкакӑн пысӑк пайне хӑйӗн ҫине илме хатӗр.
Халӗ шкула хӑш ҫуртра уҫмаллине палӑртаҫҫӗ. Тӑвай районӗнче те кунашкал шкул уҫма хирӗҫ мар-мӗн. Вӗсем те ку шухӑшпа кӑсӑкланнӑ.
«Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Енре 21-мӗш хут ирттереҫҫӗ.
Хальлӗхе марафон пухмачне 1 миллион та 860 пин тенкӗ кӗнӗ. Ҫак укҫана нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене параҫҫӗ, ача-пӑча пултарулӑхне аталантарма майсем тӑваҫҫӗ. Пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянаҫҫӗ, вӗренӳ учрежденийӗсене, ача ҫурчӗсене сӗтел-пуканпа, тренажерпа, теттепе, кӗнекепе тивӗҫтереҫҫӗ.
Пӗлтӗр марафона 1600 ҫын хутшӑннӑ. Ун чухне пухмача 8 миллион тенкӗ кӗнӗ. Юлашки 4 ҫулта ыркӑмӑллӑх ӗҫӗ валли 33 миллион ытла тенкӗ кайнӑ.
Кӑҫал Вӑрнар, Патӑрьел, Елчӗк районӗсем ыркӑмӑллӑх марафонне уйрӑмах хастар хутшӑннине палӑртмалла.
Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Вӑл пулӑшнипе ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене ӗҫлеме каяҫҫӗ. Куншӑн вӗсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.
Ҫак программӑна 2017 ҫул вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Эппин, ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене тата кайӗҫ.
Программа пурнӑҫланнӑранпа Чӑваш Енре 315 тухтӑр ялти пульницӑсене ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 36-шӗ пӗлтӗр ӗҫ вырӑнӗллӗ пулнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсем яла килес енӗпе Канаш районӗ мухтанпа пултарать. Унта 49 медик килнӗ. Патӑрьел районне вара – 39 тухтӑр. Муркаш районне – 32, Шупашкар районне – 30, Комсомольски районне – 19, Красноармейски районне – 18, Хӗрлӗ Чутай районне 18 тухтӑр килнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал тухтӑра 1 миллион тенкӗ парас вӑхӑт тӑсӑлать. Унччен календарьти 30 кунра панӑ пулсан халӗ – 30 ӗҫ кунӗнче.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистикӑн факультетӗнче чӑваш халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗллевпе «Сенкер инҫет» олимпиада ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта 8—11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. «Чӑваш чӗлхипе литератури» номинацие чӑваш чӗлхиллӗ тата вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем хушшинче пайласа йӗркеленӗ.
Олимпиадӑн куҫӑн тапхӑрне 75 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсене дистанци мелӗпе 669 ачаран суйласа илнӗ.
Чӑваш шкулӗсенчен 8—9-мӗш классем хушшинче Патӑрьел районӗнчи Турханти шкулти Валерия Осипова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Светлана Охлина, виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи Упири Андрей Илларионов.
Чӑваш шкулӗсенче 10—11-мӗш классене вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Патӑрьел районӗнчи Турханти Анастасия Маштакова, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Алексей Охлин, виҫҫӗмӗш вырӑн никама та паман.
Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенчи 8—9-мӗш класри ачасенчен Шупашкарти 27-мӗш шкулти Кристина Смирнова тата Кӳкеҫ лицейӗнчи Виктория Петрова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Софья Алешева тата Кӳкеҫри лицейри Анна Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Константин Храмов.
Пуш уйӑхӗн 11–12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вокалпа хореографи, театрпа художество тата инструмент пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш фестивалӗ иртнӗ.
«Калейдоскоп талантов» (чӑв. Пултаруллисен калейдоскопӗ) конкурсра «Эстрада вокалӗ» номинацире Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, ҫавӑн пекех хамӑр республикӑри уҫӑ сасӑллӑ та хитре юрлакан ачасем ӑмӑртнӑ.
Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен ачасем те конкурсра хастар пулнӑ. Унтан «Звуки детства» (чӑв. Ачалӑх сасси) вокал ушкӑнӗ, Ильяс Атаказов, Зиля Субханкуллова, Келли Мишина, Линара Куликова, Мефодий Галкин, Василя Салихова савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ. Арина Селенина тата Залина Шагаева I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.